Канаш районӗнче пурӑнакан 25 ҫулти арҫын тӗлӗшпе приговор янӑранӑ. Суд ӑна 200 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ.
Следстви палӑртнӑ, суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫак арҫын пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче савни пулнӑ хӗрарӑмӑн сӑнӳкерчӗкӗсене халӑх тетелӗнче унран ирӗк ыйтмасӑрах ӗҫтешӗсем патне янӑ, унта унӑн харпӑр пурнӑҫне пырса тивекен япаласем пулнӑ.
Арҫынна РФ Уголовлӑ кодексӑн 137-мӗш статйипе килӗшӳллӗн айӑпланӑ. Суд кӑларнӑ приговор хальлӗхе вӑя кӗмен-ха.
Паян ирхи 7 сехетре Канашра васкавлӑ медпулӑшу машини аварие лекнӗ хӗрарӑм патне кайма тухнӑ. Анчах вырӑна ҫитеймен – хӑй те аварие ҫакланнӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу машини УАЗпа ҫапӑннӑ. УАЗ ҫаврӑнса ӳкнӗ, вӑл тӳрех хыпса илнӗ. Тухтӑрсен машини те самаях сиенленнӗ.
Канаш хулинче пулнӑ аварие те, районта ҫул ҫинче сиксе тухнӑ аварие те васкавлӑ медпулӑшу бригадисем янӑ. Инкекре суранланнӑ хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ. УАЗ водительне вара вырӑнтах пулӑшнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу машининче пулнӑ тухтӑра пульницӑра тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн киле янӑ.
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ чух ватти-яшши шыва кӗме васкать. Анчах, шел те, инкексем те пулаҫҫӗ. Паян Правительство ҫуртӗнче шыври хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне сӳтсе явма ятарласа ларӑва пуҫтарӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне 19 ҫын путса вилнӗ. Вӗсен йышӗнче — икӗ ача.
ГКЧС ертӳҫи Вениамин Петров шыва путакансен шучӗ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 25 процент ӳснине пӗлтернӗ. Муркаш районӗнче 9 ҫын шыва путса вилнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче — 4, Канаш районӗнче — 3, Вӑрмар районӗнче — 2.
Инкексем ишме ирӗк паман вырӑнсенче пулса иртнӗ. Тепӗр тесен ялсенче: «Шыва кӗме юрамасть», — тесе асӑрхаттарнипех ҫырлахаҫҫӗ. Пӗве-кӳлле ятарласа хатӗрлеме васкамаҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫавна ырламан.
Канаш районӗнче пурӑнакан 47 ҫулти арҫын интернет-аукционта 12 медальпе удостворени сутнӑ. Уншӑн вӑл 400 тенкӗ илнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 30, 40, 50 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ наградӑсем, «Георгий Жуков» тата «Ӗҫ ветеранӗ» медальсем пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем наградӑсен хуҫисене тупса палӑртнӑ. Вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем пулнӑ, темиҫе ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хисеплӗ ҫынсен тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, наградӑсене пӳрт юсанӑ чухне ҫухатнӑ.
Патшалӑх наградисене сутнӑшӑн Канаш район арҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 324-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Патшалӑх наградисене арҫын Шупашкарти пасарта темиҫе ҫул каялла туянни паллӑ.
Канаш районӗнче 15 ҫулти яш мопед рулӗ умне правсӑр ларнӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ, мопеда штрафстоянкӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарта та правсӑр ҫынсем руль умне лараҫҫӗ. Ун пек мотоциклиста асӑрхани пирки ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем Инстаграмра ҫырнӑ. Мотоцикла штрафстоянкӑна илсе кайнӑ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умне ӳсӗр пуҫпа ларакансем те йышлӑ. Шупашкарта, ав, паян ирпе ҫамрӑк хӗрарӑм инкеке лекнӗ. Турра шӗкӗр, хӑй те, ҫуран ҫӳрекенсемпе ытти водитель те аманман, машина алӑкӗ ҫеҫ лапчӑннӑ. Сӑнпа пӑхма хӗрӗнкӗ пулни сисӗннӗ, апла пулин те ҫамрӑк хӗрарӑм эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗслеттерме килӗшмен.
Канаш районӗнчи Сивҫырма ялӗнче пурӑнакан 33 ҫулти сусӑр арҫын шывра путса вилнӗ. Вӑл кӳршӗ ялти пӗвере шыва кӗнӗ.Сусӑрӑн виллине ҫӑлавҫӑсем тепӗр кун ҫеҫ тупнӑ.
Кӑҫал ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑран шывра пулнӑ инкексен йышӗ 20 процент ӳснӗ. Кӑҫал 19 ҫын шывра путса вилнӗ, вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем.
Кӑҫал Муркаш районӗнче инкек пулнӑ. Унта 9 ҫыннӑн пурнӑҫӗ шывра татӑлнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирхи 1 сехет те 28 минутра Шупашкарта мотоциклист инкеке лекнӗ. Карл Маркс тата Воробьев композиторсен урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта, светофор симӗс тӗспе ҫуннӑ чухне, «HONDA» мотоцикла тытса пыракан ҫамрӑк арҫын тимӗр карта ҫине пырса кӗнӗ. 33 ҫулти арҫын вилнӗ.
Инкек вырӑнне йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Вӗсем мотоциклистӑн прави тата ОСАГО страхламалли полис ҫуккине палӑртнӑ.
33 ҫулти арҫын, вӑл Канаш районӗнчен пулнӑ, транспортпа ҫӳреме права пулман. Ӑна унсӑр хӑварнӑ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пулса иртнӗ инкек сӑлтавне палӑртассипе йӗрке хуралҫисем малалла ӗҫлеҫҫӗ.
Статистика паянхи кун тӗлне республикӑра 17 ҫын путни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫак йыш тата хушӑннӑ. Паян Канаш районӗнче хӗрарӑм путса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарлать.
44 ҫулти хӗрарӑм Канаш районӗнчи Асхва ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере шыва кӗнӗ. Ведомствӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл чӑмпӑлтатнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнман.
Хӗрарӑмӑн виллине шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем кӑларнӑ. Ҫапла майпа республикӑра паянхи кун тӗлне 18 ҫын путса вилнӗ.
Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 15 сехет ҫурӑра Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫ ялӗнче 33 ҫулти арҫын хуҫалӑхӗнче пушар алхаснӑ.
Ҫулӑм арҫыннӑн 6 ҫулти ывӑлне пула тухнӑ. Амӑшӗ ҫулталӑк ҫурӑри ачипе аппаланнӑ вӑхӑтра ку 5 ҫулти йӑмӑкӗпе аслӑк тӑрринче вылянӑ. Арҫын ача пластик стаканра шыв ӑшӑтнӑ, шӑрпӑка вара тӗпелти плита патӗнчен илнӗ.
Ҫулӑм тухсан ачасем сарайран сиксе тухнӑ, анкартине чупнӑ. Амӑшӗ ҫулӑм алхаснине каярахпа ҫеҫ курнӑ. Вӑйлӑ ҫиле пула ҫулӑм кӳршисен хуралтисем ҫине куҫнӑ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш кӗнеке издательстви «Вместе. Пӗрле» открыткӑсен пуххи кӑларнӑ.
24 открыткӑран тӑракан комплект тӑван республикӑмӑрӑн хулисемпе районӗсен илемӗпе паллаштарӗ. Открыткӑсем ҫинче Шупашкарти паллӑ вырӑнсемпе пӗрлех республикӑрисем те сӑнланнӑ. Сӑмахран, Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи чукун ҫул кӗперӗ, Пӑрачкаври чиркӳ, Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсем мӑнастирӗ. Вӗсем ҫеҫ-и, республикӑра ытарайми хитре вырӑнсем татах нумай.
Открыткӑсене Чӑваш кӗнеке издательствин лавккисенче туянма пулать тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен цифра таланӑвӗ, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.